Государственная служба Чувашской Республики по конкурентной политике и тарифам

Тавар туянас ĕç-хĕл уççăн пурнăçланать

Чăваш Республики тата муниципалитетсем валли тавар туянассине йĕркелесе пынипе кăмăлсăр пулса çăхав çырнă тĕслĕхсем 13 хут чакнă. Кун пирки Республика Пуçлăхĕпе иртнĕ ĕçлĕ тĕл пулура Чăваш Енри конкурентлă политикăпа тарифсем енĕпе ĕçлекен патшалăх службин ертӳçи Надежда Колебанова пĕлтерчĕ.

Патшалăх нушисем валли тавар туянасси республикăра уççăн тата тивĕçлĕ шайра пулса пырать. Мĕн пур ĕçе пĕр тытăма пĕрлештерсе йĕркелесе пыни ун тухăçлăхĕпе пахалăхне ӳстернĕ. Республикăра ятарлă центр хута яни ĕçе чылай çăмăллатма май панă.

 Чăваш Енри конкурентлă политикăпа тарифсем енĕпе ĕçлекен патшалăх службин ертӳçи Надежда Колебанова каланă тăрăх, çак центр кăçалхи пĕрремĕш çур çулта 6 000 ытла тендер ирттернĕ. Вĕсен калăпăшĕ 23 миллиард тенкĕпе танлашать. Конкурс ирттерсе тавар туяннине пула 770 миллион тенкĕ перекетлеме тӳр килнĕ. Çак укçана республикăри социаллă учрежденисен пурлăхпа-техника тытăмне çĕнетме ярĕç. Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев ку ĕçе малашне те тухăçлă пурнăçласа пыма хушрĕ, бюджет йышăнсанах çитес çул валли суту-илӳ тума пуçăнма тĕллев лартрĕ



Национальная телерадиокомпания Чувашии
10 августа 2022
15:14
Поделиться