Государственная служба Чувашской Республики по конкурентной политике и тарифам

Газпа тивĕçтерес программа туллин пурнăçланĕ

Чăваш Енре газпа тивĕçтерес программа мĕнле пурнăçланнине, çак пулăшăва илес кăмăллисен ăçта ыйтса çырмаллине Чăваш Республикин конкуренци политикин тата тарифсен енĕпе ĕçлекен патшалăх службин сектор ертӳçи Марина Антонова, газпа тивĕçтерекен пĕрлешĕвĕн тĕп директор çумĕ Виталий Семенов социаллă тетелте Чăваш Енре пурăнакансен ыйтăвĕсене тӳрĕ эфирта хуравларĕç. Кăçалхи утă уйăхĕн тĕлне кăвак çулăмпа тивĕçтерме ыйтса тăватă пин çурă ытла заявка шута илнĕ Чăваш Енре газпа тивĕçтерекен пĕрлешӳ. Вĕсенчен çурри çак хăтлăхпа туллин усă курма пуçланă та ĕнтĕ. Республикăра пурăнакансем ку ыйтупа патшалăх çăмăллăхсемпе тивĕçтерекен портала, нумай енлĕ пулăшу паракан центра, газпа тивĕçтерекен пĕрлешĕвĕн уйрăмĕнче, 51 офисĕнче çырса пĕлтерме пултараççĕ. 2021-мĕш çулхи ака уйăхĕнчен Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн пуçарăвĕпе пурнăçланать çак программа. «Ăна пурнăçа кĕртме нимĕнле санкцисем те ура хураймĕç», – терĕç тӳрĕ эфирта. ВИТАЛИЙ СЕМЕНОВ: «Газ пăрăхĕсене полиэтилентан туса хатĕрлеççĕ. Вĕсене кăларакан фабрикăсем, комбинатсем, заводсем пирĕн çĕршывра çителĕклĕ. Тĕслĕх шырама инçе каймалла мар – Шупашкарти труба кăларакан завод. Вĕсем çак продукцие çителĕклĕ кăлараççĕ. Арматура, кран, газ хатĕрĕсем – йăлтах Раççейре тăваççĕ». Дачăна газа тӳлевсĕр кĕртме пулать-и? Çак хăтлăхпа усă курас тĕллевлисене тĕрев укçи параççĕ-и? Тыл ĕçченĕсем, ĕç ветеранĕсем, вăрçă ветеранĕсем, сусăрсем, сахал тупăшлă çемьесем унпа усă курма пултараççĕ. Шупашкар районĕнчен тата ытти муниципалитетран чылай ыйту янă тӳрĕ эфир валли. Вĕсене пурне те çитес вăхăтра яваплă ведомствăсем хуравлама палăртнă. Кун пек тӳрĕ эфирсем малашне те ирттерме палăртнă. Регина Кубайкина, Бахтияр Велиев 



28 июля 2022
10:23
Поделиться