Государственная служба Чувашской Республики по конкурентной политике и тарифам

Укçана ĕçе ямалла

Чăваш Республикин тата муниципалитетсен ĕçĕсене тума туяннă таварсен калăпăшĕ 17 миллиард ытла тенкĕпе танлашнă. Тавар туянас ĕç-хĕл уççăн тата тивĕçлĕ шайра пулса пырать. Конкурентлă мелсене тĕпе хурса пурнăçланă ĕç-хĕл мĕн пур калапăшăн 79 процентне йышăнать. Çапла майпа 4870 закупка ĕç-хĕлне йĕркеленĕ, çак шутран 28 проценчĕ пурнăçа кĕреймен, çĕнĕрен йĕркелеме тивнĕ. Пĕртен-пĕр поставщикрен туяннă таварсен калăпăшĕ 21 процентпа танлашнă. Вĕсем, тĕпрен илсен, коммуналлă пулăшу ĕçĕсемшĕн тÿлессипе çыхăннă. Кун пирки влаçра тăрăшакансен ларăвĕнче тавар туянас ĕç-хĕл тата контракт килĕшĕвĕсене çирĕплетессин кăтартăвĕсемпе паллаштарнă май пĕлтерчĕç. Хыснара пăхса хăваракан укçана вăхăтлă ĕçе кĕртмелле. Раççей Федерацийĕн килнĕ нухрата хальлĕхе 3 миллиард тенкĕ ытла ĕçе янă. Пурнăçламалли ĕçсем тĕлĕшпе пуринпе те тенĕ пекех вырăнлă килĕшӳ тунă. Кунта çакна та палăртса хăвармалла, кĕмĕлĕ вăхăтлă ĕçе кĕртнинче хысна укçине тухăçлă усă курассине ӳстерессипе тимлекен штаб витĕмĕ те пур. Унăн ларăвĕнче пĕтĕмпе 87 ыйтса каланине пăхса тухнă, вĕсенчен 75-шĕнпе килĕшӳ тунă. Республика хыснинчи укçа-тенкĕне ĕçе кĕртессипе вара ыйтусем пур. Пурнăçламалли объектсемпе çу уйăхĕн 1-мĕшĕччен кирлĕ хутсене хатĕрлесе çитермелле пулнă. Нумай хутлă çуртсен картишĕсене хăтлăх кĕртме ку çул 740 миллион тенкĕ ытла пăхса хăварнă, унтан пысăк пайĕ – республика хыснинчи укçа. Хальлĕхе 370 миллион ытла тенкĕлĕх килĕшӳ тунă. 18 районта çак ĕçе вĕçне çитиччен пурнăçламан. Шыв пашнисене тĕпрен юсассипе те ыйту пур. Шупашкар, Красноармейски, Элĕк, Вăрмар, Етĕрне районĕсенче килĕшӳсем туман. Районсен ертӳçисем яваплăха туйса ĕçлеменни ĕçе уксахлаттарать. Тăлăхсене хваттерпе тивĕçтерессине республикăра куçран вĕçертмеççĕ. Куславкка, Пăрачкав районĕсенче, Çĕмĕрлепе Красноармейски муниципаллă тăрăхсенче тата Çĕнĕ Шупашкар хулинче палăртнă пур объектпа та килĕшӳ тунă. Нумай ачаллă çемьесене çуртпа тивĕçтересси, авариллĕ çуртран куçарасси – ку программăсене пурнăçлассипе те ыйту нумай. Ларура уйăрнă укçана вăхăтлă ĕçе кĕртмесен ăна каялла туртса илессине, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн резерв фондне ярассине, кайран ăна пуçаруллă муниципалитетсене куçарассине каларĕç. 



25 мая 2022
10:30
Поделиться