Государственная служба Чувашской Республики по конкурентной политике и тарифам

Килес çулхи тарифсем паллă ("Хыпар")

Раштавăн 17-мĕшĕнче ЧР тарифсен службинче «Коммуналлă пулăшу ĕçĕсемшĕн граждансен тÿлев виçи 2021 çулта улшăнасси çинчен» ыйтупа брифинг иртрĕ.

Служба ертÿçи Надежда Колебанова пĕлтернĕ тăрăх — 2021 çул валли муниципалитет пĕрлешĕвĕсенче коммуналлă пулăшу ĕçĕсемшĕн граждансен тÿлев виçин улшăнăвĕн чи пысăк индексĕсене çирĕплетнĕ.

— Коммуналлă пулăшу ĕçĕсемшĕн тÿлев виçи çулталăкра пĕр хут — утă /июль/ уйăхĕн 1-мĕшĕнчен — улшăнать, — терĕ Надежда Колебанова. — Вăтам индекссене Чăваш Ен валли 2021 çулшăн 3,4% çирĕплетнĕ. Раççей Правительстви вĕсене 2021 çулхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен чи нумай 2% унталла- кунталла пăркаланма ирĕк парать. Çапла вара республикăри хăш-пĕр муниципалитетра коммуналлă пулăшу ĕçĕсемшĕн граждансен тÿлев виçин чи пысăк улшăнăвне çитес çулхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен индексăн 5,4% чикĕленĕ.

Служба ертÿçи тÿлевĕн вăтам виçи коммуналлă пулăшу ĕçĕсен йышĕнчен тата икĕ компонентран — коммуналлă пулăшу ĕçĕсемпе калăпăшĕнчен, вĕсен тарифĕнчен — килнине аса илтерчĕ. Пурăн-малли çуртсене хутса ăшăтассипе, ĕçмелли шывпа тивĕçтерессипе, таса мар шыва вĕсенчен юхтарса кăларассипе çыхăннă пулăшу ĕçĕсен тарифĕ ресурспа тивĕçтерекен кашни организацин хăйĕн пулать, мĕншĕн тесен вăл технологи процесĕнчен, тивĕçлĕ оборудовани тата вăл кивелсе юрăхсăра тухни пурринчен, налук хумалли хăш йĕркене суйласа илнинчен, ресурсăн усăллă пайĕн калăпăшĕнчен, ыттинчен килет.

Пурăнмалли вырăна хутса ăшăтассипе çыхăннă пулăшу ĕçĕсен тарифĕн вăтам улшăнăвĕ 3,4% ытла, хура шыва юхтарса кăларассин, вĕри тата сивĕ шывпа тивĕçтерессин 3,9% ытла пулмасть.

Регион операторĕн коммуналлă хытă каяш çаврăнăшне йĕркелессипе çыхăннă пулăшу ĕçĕсен тарифĕн вăтам улшăнăвĕ 3,4% танлашĕ. Ял çыннисем, вĕсемпе танлаштарнă ытти категори патне çитерекен электроэнерги тарифĕсене 2021 çул валли РФ Монополипе кĕрешекен служби çирĕплетнĕ тарифсен чи пĕчĕк тата /е/ чи пысăк шайĕсемпе килĕштерсе тунă. Ял çыннисем, электроплитапа усă куракан çуртра пурăнакансем валли тарифсене май килнĕ таран пĕчĕклетнĕ 0,7 коэффициентпа никĕсленĕ.

2021 çулхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен электроэнерги хакĕ пĕр киловатт-сехетшĕн хулара пурăнакансемшĕн 3 тенкĕ те 60 пус /12 пус ÿсет/, ял çыннисемшĕн 2 тенкĕ те 52 пус /8 пус хушăнать/ пулать.

Халăха парса тăракан çут çанталăк газĕн хакĕ 2021 çулăн пĕрремĕш çурринче 2020 çулхи иккĕмĕш çурринчи пекех — пĕр кубла метршăн 5 тенкĕ те 88 пус. Çак кун тĕлне РФ Монополипе кĕрешекен служби Чăваш Ен валли çут çанталăк газĕн курттăммăн сутмалли хакне çирĕплетмен. Раççейĕн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн 2021 çул, малашлăх тапхăрти 2022 тата 2023 çулсем валли хатĕрленĕ прогнозĕнче килес çулăн иккĕмĕш çурринче унăн кашни кубла метрĕ 6 тенкĕ те 6 пус тăрассине палăртнă.

Коммуналлă хытă каяш çаврăнăшне йĕркелессипе çыхăннă пулăшу ĕçĕсемшĕн 2021 çулхи утă уй-ăхĕн 1-мĕшĕнчен хула çыннисемшĕн кашни уйăхра 64 тенкĕ те 89 пус /ÿсĕм 2 тенкĕ те 13 пус/, ялта пурăнакансемшĕн 51 тенкĕ те 71 пус /1 тенкĕ те 69 пус хушăнать/ пулать. . /.../



"Хыпар"
22 декабря 2020
16:14
Поделиться