Государственная служба Чувашской Республики по конкурентной политике и тарифам

Хытă каяш калаçтарать (Батыревская районная газета "Авангард")

Кашни уйăхра çемьене çутăшăн, газшăн, капиталлă юсавшăн, коммуналлă çăмăллăхсемшĕн, тĕрлĕрен налукшăн килекен квитанцисене те чылайăшĕ выртса тăма памасть, çийĕнчех тỹлет. Çапла пулмалла та.

Район хысни ытлă-çитлĕ пуласси, ял инфраструктурине улăштарасси çакăнтан килет-çке. Иртнĕ çулхи октябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа маларах асăннă хутсемпе почта урлă саланакан тепĕр квитанцие - кил хуçалăхĕнчен тухакан çỹп-çапшăн тỹлемеллине - шел пулин те, хăшĕ-пĕри унăн пĕлтерĕшне ăнланмасăр айккине хурса пырать. Паллă ĕнтĕ, иккĕленет: тỹлемелле ăна е çук-ши? Мĕншĕн тесен хулара вăл йĕркене кĕнĕ пулсан, ял халăхĕшĕн халиччен пулман çĕнĕлĕх. Çавăнпа та çынсем çак ыйтăва ăша хывмасăр, çут çанталăка экологи йывăрлăхĕнчен туртса кăлармаллине ăнланмасăр çỹп-çап реформи пурнăçа кĕреймĕ. Республикăри коммуналлă хытă каяшсене пухассипе ĕçлекен "МВК Экоцентр" пĕрлешỹн кăтартăвĕпе Юхмапа Пăла тăрăхĕ тỹлевпе татăлассипе Чăваш Енре кайрисенчен пĕри-мĕн. Çакă, паллах, чылай енĕпе малта пыракан пирĕн района чыс кỹмест. Ахальтен мар ĕнтĕ тунтикун, акан 22-мĕшĕнче, район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов ял тăрăх пуçлăхĕсемпе йĕркеленĕ канашлура вырăнсенче коммуналлă хытă каяша контейнерсене пуçтарассине тата ăна графикпа килĕшỹллĕн илсе тухассине кирлĕ пек йĕркелес ыйту тавра çивĕч калаçу пуçарчĕ. Канашлăва республикăри "МВК Экоцентр" пĕрлешỹ ертỹçи Е. Майрин, район прокурорĕ Н. Осипов та ытахальтен çеç хутшăнмарĕç. Çак ĕçре район тирпейлĕхĕшĕн, тасалăхĕшĕн пĕр чĕлхе тупса ĕçлемеллине каларĕç.

Ял тăрăх пуçлăхĕсемпе йĕркеленĕ канашлура район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - строительство, обществăлла инфрастуктура аталанăвĕн пай пуçлăхĕ Равиль Ямалетдинов ял тăрăхĕсен шайĕпе коммуналлă çăмăллăхсемшĕн мĕн чухлĕ укçа-тенкĕ пуçтарнине анализ тунă хыççăн залра хĕрỹ калаçу пуçланчĕ. Республикăра коммуналлă хытă каяшсене тирпейлемелли çĕнĕ йĕрке ĕçлеме пикенни çур çула яхăн иртрĕ пулин те Ыхра Çырми, Шăнкăртам ял тăрăхĕсенчен счет çине пĕр пус та укçа кĕмен-мĕн. Первомайскисем, Çĕнĕ Ахпỹртсем те ку тĕлĕшпе япăх ĕçленине палăртрĕ Равиль Фарахутдинович. Çав вăхăтрах Кзыл Чишма, Алманчă, Туçа ял тăрăхĕсенче коммуналлă çăмăллăхсемшĕн укçа тỹлессине республикăринчен кая мар (республикипе 55,5 процент) йĕркеленĕ.

- Коммуналлă хытă каяшсене тирпейлекен çĕнĕ йĕркене пурнăçа кĕртме çăмăлах мар пулин те, канмалли кунне пăхмасăр халăхпа ĕçлетпĕр, çỹп-çапа тиесе янă çĕре хутшăнатпăр, çынсене патшалăхăн çак çăмăллăхĕ пирки ăнлантаратпăр. Сăмах май каласан, çỹп-çап турттаракан автомашинăсем графика пăхăнса çỹресен, контейнерсем те тулса тăкăнмĕç. Чăн малтан çак йĕркене пăсмалла мар. "Экоцентр МВК" регионаллă оператор представителĕсем вăхăтран-вăхăта çынсемпе тĕл пулса калаçни, халăхра иккĕленчĕклĕ шухăшсене сирме пулăшни хальхи вăхăтра питĕ кирлĕ тесе шутлатăп,- терĕ сакăр ялтан тăракан Туçа поселени пуçлăхĕ Константин Углев.

Çак шухăшах ытти ял пуçлăхĕсем те хускатрĕç. Вĕсем автомашинăсем ялсене графикпа килĕшỹллĕн çỹременни, çавна май контейнер йĕри-тавра çỹп-çап пуçтарăнса кайни, ку тĕлĕшпе çирĕп йĕрке, тĕрĕслев кирлине пĕлтерчĕç. "Полигон" общество ертỹçи Ф. Уфуков хăйĕн сăмахĕнче малашне çак пăтăрмах пулмасса шантарчĕ. "Ку таранччен эпир виçĕ района тивĕçтерсе тăнă, малашне икĕ районпа çеç ĕçлетпĕр. Çỹп-çап турттаракан çĕнĕ автомашина та туянтăмăр. Ĕçе икĕ сменăпа та йĕркелесен кашни яла графикпа килĕшỹллĕн çитме май пулать",-терĕ Федор Павлович хăйсен ĕçĕ пирки.

Район прокурорĕ Н. Осипов çак ыйтупа чăн малтан ял тăрăх пуçлăхĕсем хăйсем ырă тĕслĕх пулмаллине, тĕреклĕ ял тăрăхĕсемех çак ĕçе кирлĕ пек йĕркелеменнине, халăха çителĕклĕ ăнлантарманни малашнехи ĕçе чăрмантарнине, ялсенче контейнерсен шутне ỹстермеллине каларĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов канашлăва ертсе пынă май, ку тĕлĕшпе кашни ял тăрăхĕнче мĕнле лару-тăру пулнине, ĕçе мĕнле йĕркеленине, çитменлĕхсене ыйтса пĕлчĕ, ял пуçлăхĕсен яваплăха ỹстермеллине çивĕчлетрĕ. "Коммуналлă хытă каяшсене тирпейлемелли саккуна çирĕплетнĕ. Каялла çул çук. Çавăнпа та вырăнсенче çак ĕçе йĕркелесси йăлтах ял пуçлăхĕсенчен килет. Вĕсенех явап тытма тивет",- терĕ Рудольф Васильевич.



30 апреля 2019
09:32
Поделиться