Государственная служба Чувашской Республики по конкурентной политике и тарифам

Тарифсене кам палăртать? (Мариинско-Посадская районная газета "Наше слово" )

Пĕлтĕрхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пирĕн республика йăла каяшĕсене турттарса тухас енĕпе çĕнĕлле ĕçлеме пуçларĕ. Конкурс ирттернĕ хыççăн регион операторне палăртрĕç - вăл "МВК "Экоцентр" тулли мар яваплă общество. Йăла каяшĕсене турттарса тухмалли хаксене (тарифсене) кам палăртать. Çак ыйтăва хаçат вулакансенчен час-часах илтме пулать. Паллах, тарифсене "тỹперен" илмеççĕ. Вĕсене палăртнă чухне ятарлă нормативсене шута илеççĕ. Раççей Федерацийĕн Правительствин 2016 çулхи ака уйăхĕн 4-мĕшĕнче кăларнă 269-мĕш номерлĕ постановленийĕнче йăла каяшĕсем пуçтарăнассин нормативĕсене палăртнă. Çав постановление тĕпе хурса, пирĕн республикăри патшалăх служби регион операторĕ валли тарифсем çирĕплетнĕ. Пĕлтĕрхи раштав уйăхĕн 31-мĕшĕччен 1 кубла метр йăла каяшĕшĕн 442 тенкĕ те 22 пус, 1 тоннăшăн 4138 тенкĕ те 64 пус тỹлемелле пулнă. Кăçалхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнчен тарифсем улшăннă: 1 кубла метршăн 449 тенкĕ те 71 пус тỹлемелле. Утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен вăл 456 тенкĕ те 82 пус пулĕ. Ку тарифра хушма хакшăн палăртнă налук та ларать. Пирĕн республикăн Строительство министерстви палăртнă норматив тăрăх, çын пуçне çулталăкра 2,02 кубла метр йăла каяшĕ пуçтарăнать. Çапла вара кăçалхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнчен çын пуçне уйăхра 75 тенкĕ те 70 пус тỹлемелле, утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен вара ку тариф 76 тенкĕ те 90 пус пулĕ. Коммуналлă пулăшушăн хаксене Раççей Федерацийĕн Правительстви палăртнă индекс тăрăх ỹстерсе пыраççĕ. Республикăра пурлăх енчен чухăнрах граждансене пулăшу памалли механизм ĕçленине палăртмалла. Çемьен пĕтĕмĕшле тупăшĕ коммуналлă пулăшу тỹлевĕ-сенчен 22 процент пĕчĕкрех пулсан, ăна республика бюджетĕнчен субсиди парса пулăшаççĕ. Çакна валли хыснара 39,1 миллион тенкĕ укçа хывса хăварнă. Ку социаллă пулăшупа инвалидсем тата вĕсем пурăнакан çемьесем те усă кураççĕ. Час-часах çакăн пек ыйту та илтме пулать: ялта пурăнакан çынсем валли йăла каяшĕсемпе çыхăннă тарифсене пĕчĕклетме пулать-и. Республика Пуçлăхĕ регион правительствине çак ыйтупа ĕçлеме хушу панă. Çавăнпа та ялта пурăнакан халăх валли тарифсем пĕчĕкрех пуласса шанма май пур. И. ЛЬВОВ.



08 апреля 2019
13:09
Поделиться