Хытă каяш ыйтăвĕ пурне те шухăшлаттарать
Йăлари хытă каяша пухса тирпейлессипе, турттарса каяссипе тата уншăн тӳлессипе çыхăннă ыйту паян пурне те калаçтарать — влаç çыннисенчен пуçласа ял-хулара пурăнакан кашни çын таранах. Чылай тăрăхра çӳп-çап пухмалли вырăнсем çителексĕр. Елчĕксем ку енĕпе çанă тавăрса ĕçлеççĕ. Манăн ĕçтеш Олеся Руссакова çакна хăй куçĕпе курса ĕненчĕ.