Государственная служба Чувашской Республики по конкурентной политике и тарифам

Пĕрле ĕçлемеллине палăртнă (Вурнарская районная газета «Сентеру суле» («Путь победы»)

Иртнĕ эрнере районта Чăваш Республикинчи федераллă тĕп инспектор Геннадий Федоров ĕçлĕ визитпа пулнă.

Калинино ял поселенийĕнче вăл йăлари хытă каяшсене илсе тухассипе пурнăçлакан ĕçпе паллашнă.

Ĕçлĕ тĕлпулăва Роспотребнадзорăн тата Росприроднадзорăн республикăри управленийĕсен, çутçанталăка сыхлассипе тимлекен Шупашкарти прокуратурăн, «МВК «Экоцентр» обществон, район администрацийĕн представителĕсем те хутшăннă.

Коммуналлă хытă каяшсене илсе тухмалли çĕнĕ йĕрке вăя кĕнĕ май поселенире те йĕркелÿ ĕçĕ иртнĕ. Ку тăрăхра пурăнакансене çĕнĕ йĕркене ăнлантарнă. Ялсенче контейнер площадкисем вырнаçтармалли схема туса хатĕрленĕ. Паянхи куна 14 контейнер площадки хатĕр. Çÿп-çаппа каяшсене поселени территорийĕнчен пухса илсе тухакан «Экоцентр» обществăпа та ĕçлĕ çыхăнура.

Ял поселенийĕн пуçлăхĕ Л.Иванова тарифсене çĕнĕрен пăхса тухас ыйтăва та хускатнă. Вăл палăртнă тăрăх, ялти уйрăм хуçалăхсенче хытă каяшсен калăпăшĕ хуларисенчен самай пĕчĕкрех.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Л.Николаев пĕлтернĕ тăрăх, ялсенче контейнер площадкисене вырнаçтарас ыйту кăçал пĕтĕмпех татăлмалла. Коммуналлă каяшсене пухас ĕçе çирĕп йĕркелемелле.

Федераллă тĕп инспектор çÿп-çап ыйтăвне пĕрле татса памаллине палăртнă. Çĕнĕ тытăм тавралăхра йĕрке тума, çĕршыври экологи лару-тăрăвне лайăхлатма пулăшнине халăх ăнланни кирлĕ.

Пĕлтерĕшлĕ тепĕр тĕлпулу районти тĕп больницăра иртнĕ. Кунта сăмах демографи, медицина учрежденийĕсене тухтăрсемпе тата ытти ĕçченсемпе тивĕçтерес, медицина пулăшăвĕн пахалăхĕн, диспансеризаци ыйтăвĕсем пирки пынă. Федераллă тĕп инспектор районта эмелсемпе çăмăллăхлă мелпе тивĕçтернипе те кăсăкланнă.



06 февраля 2019
14:49
Поделиться