Государственная служба Чувашской Республики по конкурентной политике и тарифам

ТАСАЛĂХШĂН ПУРТЕ ТĂРĂШАР (Яльчикская районная газета «Елчěк ен»)

Çĕршыв шайĕпех çĕкленнĕ ыйту – коммуналлă хытă каяш проблеми пирĕн районта та çивĕч тăрать. Елчĕк ял тăрăхĕн администрацийĕ тата вырăнти общественность ку енĕпе нумай кăлтăка вăхăтра татса пама тăрăшать.

Иртнĕ çулхи юпа уйăхĕнчен Елчĕкре çÿп-çапа тунтикун, юнкун, эрнекун – ятарласа çирĕплетнĕ графикпа килĕшÿллĕн турттарса тухаççĕ. Ял тăрăхне кĕрекен ялсенчен – кашни тунтикун. Нумайăшĕ çĕнĕлĕхе ăнланни курăнать, мĕншĕн тесен тирпей-илемĕ хамăршăн-çке.

Çуркунне кашни ялтах, çавăн пекех район центрĕнче те, хытă каяш пуçтармалли плошадкăсем туса вырнаçтарма пуçлăпăр. Çавна май ăпăр-тапăра вĕсене лартма палăртнă вырăнсене килсе хумалла. Анчах çÿп-çапа темиçе кун маларах е каçхине мар, ирхине çеç, автомашина килнĕ вăхăта кăна кăларса хума ыйтатпăр.

Шел те, хăш-пĕр çынсем халĕччен те асăннă йĕркене шута илменни питĕ тарăхтарать. Пĕр-пĕрне ăнлансан, йĕркене кашниех пăхăнсан çеç тирпей-илем хуçаланĕ. Мĕн пур лайăххи – пурте хамăршăн.



23 января 2019
14:20
Поделиться