«Экоцентр» пĕрлешӳ ĕçе çĕнĕлле йĕркелеççĕ
Çитес çулччен Раççейри мĕн пур тăрăхра коммуналлă хуçалăхри хытă каяшсене пухса тирпейлекен регион операторне палăртмалла. Пирĕн тăрăхра ăпăр-тапăра тĕп тăвассипе çыхăннă мĕн пур тапхăршăн яваплă компание кăçал ака уйăхĕнчех çирĕплетнĕ. Конкурс пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, «Экоцентр» пĕрлешӳ çĕнтернĕ. Республикăн строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министерстви унпа 10 çуллăха килĕшӳ тунă.