Государственная служба Чувашской Республики по конкурентной политике и тарифам

Ҫитес уйӑхран кӗсье ытларах ҫӳхелӗ

Ҫитес уйӑхӑн 1-мӗшӗнчен коммуналлӑ пулӑшу хакӗ ӳсмелле. Республикӑра ӑшӑ энергийӗн тарифӗ 8,8 процент хакланӗ. Сивӗ шывшӑн тата канализацишӗн унчченхинчен 11,8 процент нумайрах тӳлеме тытӑнӑпӑр. Хула ҫыннисем пӗр кВтч ҫутӑшӑн 2 тенкӗ те 80 пус тӳлӗҫ (7,3 процент нумайрах), ял ҫыннисем – 1 тенкӗ те 96 пус (7,1 процент ытларах). Ҫут ҫанталӑк газӗн пӗр кубла метрӗ малашне 5 тенкӗ те 4 пуса кайса ларӗ – ку вӑл унчченхинчен 35 пус нумайрах.

Хаксем хӑпарассине Чӑваш Ен Элтеперӗ тунтикун ирттернӗ канашлура та сӳтсе явнӑ. Кун пирки хыпарланинче Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-служби тарифсем Раҫҫейӗн тариф служби Чӑваш Ен валли ҫирӗплетнӗ хакран ытла хӑпарманнине палӑртать. Ҫав вӑхӑтрах Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар хулисен тата Лапсар ял тӑрӑхӗсен администрацийӗсем тарифа республикӑри вӑтам индексран ытларах ҫирӗплетме ыйтнӑ иккен. Ҫапла вара коммуналлӑ пулӑшушӑн Ҫӗнӗ Шупашкарта тариф вӑтамран 15 процент хӑпармалла, Шупашкар хулипе Лапсар ял тӑрӑхӗнче – 12,2-шер процент. Юлашкинчен каланӑ цифра Ҫӗмӗрле хулине те пырса тивет.

Ҫӗнӗ Шупашкарта ӑшӑ энергийӗшӗн хак 13,6 процент хӑпармалла, шывпа канализацишӗн – 15 процент. Шупашкарпа Лапсар ял тӑрӑхӗнче ӑшӑ энергийӗшӗн хальхинчен 11,3 процент нумайрах ыйтма пуҫлӗҫ.



"Республика"
11 июня 2015
11:18
Поделиться