Государственная служба Чувашской Республики по конкурентной политике и тарифам

Пресс-конференция: «Соблюдение ограничений роста платы граждан за коммунальные услуги в 2013 году»

Республикăра çăмăл автомашинăсен шучĕ çулсерен ÿссе пырать, унпа пĕрле çул-йĕр çинчи аварисен шучĕ та нумайланать. Республика пуçлăхĕ эрне пуçламăшĕнче ирттернĕ ларура кăçалхи çул-йĕр çинчи лару-тăрăва сÿтсе яврĕç. Шалти ĕçсен министрĕ Сергей Семенов пĕлтернĕ тăрăх, кăçал Чăваш Енре пин те 248 авари пулнă. Инкекре 148 çын пурнăçĕ татăлнă тата пин те 607-шĕ аманнă. Республикăри 12 муниципалитетра аварисен шучĕ уйрăмах пысăк. Элĕкпе Тăвай районĕсенче çул-йĕр çинчи пăтăрмахсен шучĕ икĕ хут ÿснĕ. Вăрмарпа Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕнче аварире пурнăçран уйрăлнă тĕслĕхсем нумайланнă. Куславкка районĕнче вара 20 аварире тÿрех 8 çын пурнăçĕ татăлнă. «Çул-йĕр çинчи инкексен шутне чакарас тĕллевпе Республикăра тĕрлĕ ĕç-пуç йĕркелеççĕ», - палăртать Сергей Семенов министр. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланни те çул-йĕр çинчи хăрушсăрлăх инспекторĕсене тимлĕрех пулма хистет. Çавăн пекех вĕренÿ заведенийĕсем çывăхĕнчи çулсене çутăпа тивĕçтерессине те муниципалитетсен пысăк тимлĕх уйăрмалла. Шел пулин те, пур районта та палăртнине пурнăçламаççĕ. Кирлĕ çĕрте çул-йĕр паллисене лартмаççĕ, çул урлă каçмалли лаптăксене çутăпа тивĕçтермеççĕ. Хăйсен умне лартнă тĕллевсене ĕçпе палăртмаççĕ. Ун пек муниципалитетсене явап тыттараççĕ. Малашне Шупашкарта çÿрекен маршрут автобуссенче 18 вырăнтан кая пулмалла мар. 13 вырăнлă газельсене кĕске вăхăтра пăрахăçламалла. Тĕп хуламăрти вокзалсенчен Республикăн тĕрлĕ кĕтесĕсене çÿрекен маршрут автобусĕсем те хулари обществăлла транспорта çÿреме чăрмав кÿреççĕ. Вĕсем вокзалтан тухса хула тăрăх пассажирсене пуçтарса çаврăнаççĕ, çавна май машинăсем те тăтăшах капланса лараççĕ. «Çавăн пекех маршрутлă автобуссем пысăк тупăшшăн ăнтăлаççĕ, çынсен хăрушсăрлăхĕ çинчен шухăшласах каймаççĕ,- палăртрĕ Республика пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.

 

Кăçал Чăваш Енри 6 пин те 172 шăпăрлана ача сачĕпе тивĕçтерме тĕллев лартнă. Паянхи куна 3 пин те 600-шĕ садике çÿреме тытăннă. Вĕрентÿ заведенийĕсенче хушма ушкăнсем йĕркелесе е çĕнĕ ача сачĕсем хута ярса шкула кайма вăхăт çитмен ачасене валли вырăнсем йĕркелеççĕ. Кăçал Республикăра икĕ çĕнĕ ача сачĕ уçнă, çулталăк вĕçлениччен тата 9-шне хута ямалла. «Анчах та хушма вырăнсене тытса тăма муниципалитет хыснинчен укçа уйăрассипе йывăрлăхсем сиксе тухнă», - пĕлтерчĕ вĕрентÿ министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Светлана Петрова Республика пуçлăхĕ эрне пуçламăшĕнче ирттернĕ ларура. Финанс министрĕ Михаил Ноздряков çĕнĕ ача сачĕсене тытса тăма пултарайман муниципалитсене Республика бюджетĕнчен укçа уйăрса пама шантарчĕ. Çав вăхăтрах, унăн шухăшĕпе, хăш-пĕр муниципалитетсен тупăшĕ çак тĕллевсене валли çителĕклĕ, çавăнпа та вĕсем тăкаксене хăйсемех саплаштарма пултараççĕ. Михаил Игнатьев çак лару-тăрăва кĕске вăхăтра татса пама  хушрĕ.

 

Кăçалхи июль уйăхĕнче коммуналлă çăмăллăхĕсемшĕн тÿлемелли тарифсем ÿсни халăхра чылай шăв-шав çĕклерĕ. Уйрăмах, август уйăхĕнче çынсем тĕлĕнмеллипех тĕлĕнчĕç. Улшăннă тарифсемпе шутласа панă квитанцисене алла илсен, хăшĕ-пĕри кăмăлсăрланма тытăнчĕ. «Ăçтан çакăн пысăкăш тарифсем; Мĕншĕн тÿлетпĕр эпир;», - текенсем чылаях пирĕн хушăра. Çак çивĕч ыйтусене татса парас тĕлĕшпе Чăваш  Республикинчи патшалăх çурт-йĕр инспекцийĕ пресс-конференци ирттерчĕ. Инспекци ертÿçи Иван Никитин палăртнă тăрăх, коммуналлă çăмăллăхĕсемшĕн тÿлемелли тарифсем кăçалхи пĕрремĕш çур çулта пĕрре те улшăнман. Пĕлтĕрхи декабрь уйăхĕнчи пекех юлнă. Июлĕн 1-мĕшĕнче вара тарифсен хисепĕсене ÿстернĕ. Хутса ăшăтнишĕн тÿлемелли йĕркене яланлăхах çирĕплетнĕ. Малашне çак кăтарту хĕлле те, çулла та пĕр пек пулĕ, мĕншĕн тесен çак хисепе çулталăк хушшинче пухăннă кăтартăва 12 пая пайланипе тивĕçеççĕ. Шыв валеçнĕшĕн вара çынсем тÿлеме пăрахнă. «Çак тÿлеврен Раççей Правительстви хăтарма ыйтнă», - пĕлтерчĕ инспекци ертÿçи Иван Никитин. Коммуналлă хуçалăх çăмăллăхĕсемшĕн тÿлемелли тарифсен хисепĕ, пĕтĕмĕшле, пĕлтĕрхи декабрь уйăхĕпе танлаштарсан, 6 процентран ытла ÿсмен.  Анчах та çынсем вĕри шывшăн тата хутса ăшăтнăшăн тÿлемелли хисеп мĕншĕн çав тери нумай ÿснипе кăсăкланаççĕ. Квитанцири ÿсĕм, ытларах чухне, шыва ăшăтассипе çыхăннă тăкаксем ÿснипе çыхăннă. Çавăнпа та вĕри шывшăн тата хутса ăшăтнăшăн тÿлемелли хисепсем ÿснĕ те. Халиччен эпир шыва ăшăтнăшăн тÿлемен пулсан, малашне укçа кăларса хума тиветех. Çак çăмăллăхшĕн - 1 кубла метр вĕри шывшăн 99 тенкĕ те 46 пус тÿлеме тивĕ.

 

Таллин хулинче йывăр атлетика енĕпе иртекен Европа ăмăртăвĕнче чăваш спортсменĕсем икĕ медаль çĕнсе илнĕ. 20 çула çитмен çамрăксем хушшинче иртекен тупăшура Етĕрне район хĕрĕ Ирина Баймулкина 53 килограммран çăмăлрах ушкăнра ăмăртса ылтăн медаль çĕнсе илнĕ. Раççей рекордне çĕнетме пултарнă. Çавăн пекех Патăрьель спорт шкулĕнчен вĕренсе тухнă Александр Мышов 62 килограммран çăмăлрах ушкăнра тупăшса бронза медале тивĕçнĕ. Çамрăк спортсменсем, Ирина Баймулкинăпа Александр Мышов, иккĕшĕ те хăйсен пултарулăхне Шупашкарти Олимп резервĕн училищинче туптаççĕ.



http://ntrk21.ru/audio.aspx?id=7746
30 сентября 2013
10:19
Поделиться