Государственная служба Чувашской Республики по конкурентной политике и тарифам

Айăплă - явап тыт

Правительство çуртĕнче ЧР информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕн çумĕ Любовь Шемарина ертсе пынипе МИХ ĕçченĕсемпе ЖКХ темипе пресс-конференци иртрĕ. ЧР Строительство, архитектура тата çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министерствин, Конкурент политикин тата тарифсен енĕпе ĕçлекен патшалăх службин, Патшалăх çурт-йĕр инспекцийĕн, Сывлăх сыхлавĕ тата социаллă аталану министерствин представителĕсем кăçал граждансене кÿрекен коммуналлă пулăшу хакĕсемпе çыхăннă ыйтусене сÿтсе яврĕç.

Тĕп доклада ЧР Патшалăх çурт-йĕр инспекцийĕн ертÿçи Иван Никитин турĕ. Вăл РФ Президенчĕ граждансене кÿ¬рекен коммуналлă пулăшу хакĕ ÿсессине чарма хушнине епле пурнăçлани çинчен каласа кăтартрĕ.

- Сирĕнпе паян яланхи пек мар, потребительсемпе тĕл пулнăн калаçăп, - терĕ Иван Георгиевич. - Пирĕн пата ыйту нумай килет. Тÿлев йĕрки питĕ кăткăс пулнăран çынсем: «Управляющи компанисем коммуналлă пулăшушăн пирĕнтен йышăнас тÿлеве тĕрĕсех шутласа палăртаççĕ-ши?» - тесе иккĕленеççĕ.

Унтан И.Никитин тÿлев йĕр¬кипе паллаштарчĕ. Çурт-йĕр саккунлăхĕпе килĕшÿллĕн пурăнмалли çурт-йĕре пăхса-тытса тăнăшăн, юсанăшăн, тĕп юсав взносĕ хывмашкăн тата коммуналлă пулăшушăн укçа тÿлемелле. Тĕп пайĕ - виç¬çĕмĕшĕ. Унта вĕри, сивĕ шывпа, электроэнергипе, çут çанталăк газĕпе усă курни, таса мар шыва юхтарса яни, çурта хутса ăшăтни кĕреççĕ.

Сăмах - коммуналлă пулăшу тÿлевĕн хакĕ пирки çеç. Вăл, паллах, усă курнă калăпăшран, пулăшу тĕрлĕ¬лĕ¬хĕн¬чен килет.

2013 çулăн пĕрремĕш çур çулĕнче тарифсем 2012 çулхи раштав уйăхĕнчи шайрах сыхланса юлнă. РФ Правительстви 2013 çулхи пуш уйăхĕн 1-мĕшĕнче хаксем кăçал 6 процентран ытла ÿсмелле мар, урăхла каласан утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 12 процентран иртмелле мар тесе йышăннă.

ЧР Патшалăх çурт-йĕр инспекцийĕ тÿлев йĕркине епле пурнăçланине тĕрĕсленĕ те Шупашкарта - 8, Çĕнĕ Шупашкарта - 2, Канашра 2 Управляющи компани çирĕплетнĕ правилăсене пăснă тĕслĕхсене тупса палăртнă.

Инспекци 2013 çулхи кăрлач-çурла уйăхĕсенче 1166 ыйту пăхса тухнă, 561 хутĕнче коммуналлă пулăшупа тивĕçтерес йĕркене пăхăнманнине палăртнă. Çитменлĕхсене пĕтерме 465 хушу, административлă явап тыттарма 19 протокол çырнă.

Пĕчĕк шалуллисене тÿлев хакне çăмăллатма патшалăх пулăшни çинчен те пычĕ калаçу. Кăçал 8 уйăхра 19,5 пин çемье /4%/ субсиди илнĕ - уйăхсерен вăтамран 1047 тенкĕ. Ĕç ветеранĕсене компенсаци параççĕ. Ку çăмăллăхпа Раççей шайĕнчи 114 пин, регион шайĕнче 146 пин çын усă курать.

«Хыпар» журналисчĕ нумай хваттерлĕ çуртсене хăçан ăшă парассипе кăсăкланчĕ. Кунсерен çумăр çунăран хваттерсенче сывлăш нÿрĕ, сывлăш температури чакать.

- Килĕшетĕп сирĕнпе, - терĕ Иван Георгиевич. - Йĕрке тăрăх çанталăк 5 талăк хушши вăтамран 8 градусран пĕчĕкрех тăрсан улттăмĕш куннех ăшă памалла. Кăçал ăна пăхса тăмăпăр. Хула влаçĕсем хушу парсан çывăх кунсенчех хваттерсене ăшă çитĕ.



"Хыпар"
30 сентября 2013
10:12
Поделиться