Государственная служба Чувашской Республики по конкурентной политике и тарифам

Коммуналлă пулăшу хакланать

Эрне кун ЧР конкурент политикин тата тарифсем енĕпе ĕçлекен патшалăх службин ертÿçи Альбина Егорова журналистсемпе тĕл пулчĕ. Утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен коммуналлă пулăшу тарифĕсем хакланассине пĕлтерчĕ.

Пĕлтĕрхи раштав уйăхĕнчипе танлаштарсан ăшă энергийĕ - 9,8, сивĕ шыв тата пурăнмалли вырăнтан мĕн пур шĕвĕ каяша кăларса тăрассипе çыхăннă пулăшу ĕçĕ 5,2% хакланĕ. Кашни кВт сехет электроэнергишĕн хулара пурăнакансен - 2,51, ял çыннисен 1,76 тенкĕ тÿлемелле пулĕ. Иртнĕ çулхи раштавринчен вăл пĕрремĕшĕн - 14,6, иккĕмĕшĕн 15% хакланĕ.

Çут çанталăк газĕн кашни 1000 кубла метрĕ 4502,64 тенкĕ тăрĕ. Кăçалхи пĕрремĕш çур çулхи вăтам хакран 14,5% ÿсĕ. Раççейре иккĕмĕш çур çултан газа вăтамран 15% ытла хаклатмалла мар.

Раççей Правительствин кăçалхи йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн коммуналлă пулăшу хакĕ утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен хваттере микрорайонтан парса тăракан вĕри шывпа ăшăтакан çуртра пурăнакансемшĕн - 12% ытла мар, электроэнергипе газпа тивĕçтересси тĕп пулăшу шутланакан çуртра пурăнакансемшĕн 15% ытла хăпармалла мар.

Альбина Егорова ырă хыпар та пĕлтерчĕ. ЧР Министрсен Кабинечĕ çу уйăхĕнче пурăнмалли çуртсен пĕрлехи тăкакне тивĕçтерме каякан сивĕ тата ăшă шыв нормативне пĕчĕклетнĕ, çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнчен хваттертен шĕвек каяш юхтарса кăларнă чухнехи пĕрлехи пулăшу ĕçĕн нормативне пăрахăçланă. Иккĕмĕш çур çултан тÿлев Шупашкарти нумай хутлă çуртсенче шыва хваттерти газ колонкипе ăшăтакансемшĕн - 7,3, хваттерсене микрорайонтан килекен вĕри шывпа хутса ăшăтакан, ăшă шыв илсе тăракан çуртсенче пурăнакансемшĕн 10,5% хушăнĕ. Çĕнĕ Шупашкарта вăл хуларан вĕри шыв парса тăракан çуртсемшĕн 7,1% ÿсĕ. Пулăшу ĕçĕн пĕтĕм хакĕ республикᾱра çурла уйăхĕнчен - 12%, Улатăрта - 8,4, Çĕмĕрлере 8,3% ытла хăпармалла мар.



"Хыпар"
02 июля 2013
10:44
Поделиться