Государственная служба Чувашской Республики по конкурентной политике и тарифам

Тарифсем ÿсĕç-и?

Юн кун Правительство çуртĕнче республикăн конкурент политикипе тарифсен енĕпе ĕçлекен патшалăх службин тата патшалăх пурăнмалли çурт-йĕр инспекцийĕн ертÿçисем Альбина Егоровăпа Иван Никитин журналистсен ыйтăвĕсене хуравларĕç. Брифинга ЧР информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ Валентина Андреева ертсе пычĕ.

- Ресурссемпе тивĕçтерекен предприятисем валли тарифсем çирĕплетес тĕлĕшпе тариф кампанине йĕркелесе ирттертĕмĕр, - терĕ Альбина Егоровна. - Кăçалхи кăрлач-çĕртме уйăхĕсенче çурт-йĕре ăшăтмалли энергипе, сивĕ шывпа, электроэнергипе, газпа тивĕçтерес, çурт-йĕртен каяша юхтарса кăларас ĕçсен тарифĕсем улшăнмĕç, пĕлтĕрхи раштав уйăхĕнчи пекех юлĕç. Кăçалхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен çеç федерацин Тарифсен служби çирĕплетнĕ индекссен картинче улшăнĕç. 2012 çулхи раштавăн 31-мĕшĕчченхи хаксемпе танлаштарсан кăçал çурт-йĕре ăшăтмалли энерги - 15,2, шывпа тивĕçтерессипе, хваттертен каяша юхтарса кăларассипе, ăна тасатассипе çыхăннă ĕçсем - 6,5, электроэнерги 15 процентран ытла хакланмĕ.

Тарифсем уйрăм çынсемшĕн кăçал иртнĕ çулхипе танлаштарсан çавнашкал ÿсĕç: сивĕ шывшăн тата çурт-йĕртен каяш юхтарса кăларнăшăн - 7,6, çурт-йĕре хутса ăшăтнăшăн - 8,5, электроэнергишĕн - 10,1, çут çанталăк газĕшĕн 15 процент.

Раççей Правительствин пĕлтĕрхи юпа уйăхĕн 8-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе вĕри шыв тарифĕсене çирĕплетмелли йĕркене улшăну кĕртнĕ. Малашне вĕсене икĕ тĕп компонента - шыв вĕри шыв сечĕнчен илнине тата унтан илменнине, çуртри е хваттерти ăшăтмалли хатĕрпе усă курнине - пăхса йĕркелеççĕ. Çавна май кăрлачăн 1-мĕшĕнчен çурт-йĕре ăшăтмалли энергишĕн Шупашкарта пурăнакансенчен - 4,9, Çĕнĕ Шупашкарта 9,2 процент сахалрах тытĕç.

Республика 2012 çулта пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшу тăкакне саплаштарма 24 пин çемьене субсиди пурĕ 258 млн тенкĕ панă. Кашни çемье пуçне вăл вăтамран 893,7 тенкĕпе танлашнă.

Малтан шутланă тăрăх - кăçал коммуналлă пулăшу пĕлтĕрхинчен 8,8 процент хакланмалла. Çакна шута илсе республика хыснинчен 374,2 млн тенкĕлĕх субсиди 27,1 пин çемьене уйăрма пăхнă. Кашни çемье пуçне вăл вăтамран 990 тенкĕ.

Коммуналлă пулăшушăн укçа хывмалли йĕрке улшăннă май кăрлачăн 1-мĕшĕнчен шыв хакĕ ăна колонкăпа, вĕри шыв сечĕпе çыхăнман ытти хатĕрпе ăшăтакансемшĕн Шупашкарта 0,9 процент йÿнелĕ, вĕри шыв сечĕнчен илсе тăракансемшĕн 2,9 процент хакланĕ.

Брифингра кăрлачра тĕп хулари çемьесенчен хăш-пĕрне коммуналлă пулăшушăн раштав уйăхĕнчинчен нумайрах тÿлеттерни çинчен сăмах пулчĕ. Çакăн сăлтавĕ тарифсенче мар, ертсе пыракан компанисем чи малтанах хăйсен тăкакне саплаштарма тĕллев тытса çынсенчен укçа ытларах тытма палăртнинче. Шел те, вĕсен пăшăрханăвне ăнланса хăш компанисем хăйсен йышăнăвĕпе хака ÿстернине тÿррĕн калакан пулмарĕ. Иван Никитин 2013 çулта тарифсем ÿсмĕç терĕ пулин те Альбина Егорова сăмахĕнчен вĕсем мĕн чухлĕ ÿсесси лайăх палăрчĕ. Ертсе пыракан компанисен хак хăпартăвне пула чылай çемьешĕн тÿлев кăрлачранах пысăкланнă.



"Хыпар"
09 февраля 2013
00:00
Поделиться