Государственная служба Чувашской Республики по конкурентной политике и тарифам

Кулленхи ыйтусемпе

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тунти кун Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.

РФ Пенси фончĕн республикăри уйрăмĕн управляющийĕ Роза Кондратьева Раççей пенси тытăмĕн 2030 çулчченхи аталану стратегийĕпе паллаштарнă. Унпа килĕшÿллĕн ĕçленĕшĕн ватлăхра паракан пенсин вăтам виçине пенсионера кирлĕ чи пĕчĕк 2,5-3 виçе таран пысăклатма, нормăпа пăхнă страховани стажĕ тата вăтам ĕç укçи пулнă чухне ĕçленĕшĕн тÿлекен пенси виçи çухатнă шалăвăн 40% саплаштармалли шая, Пĕтĕм тĕнчери ĕçлев организацийĕ сĕннĕскере, тивĕçтерме палăртнă.

Республика Пуçлăхĕ Финанс тата Сывлăх сыхлавĕн министерствисене Информполитика министерствипе пĕрле массăллă информаци хатĕрĕсем урлă тата Пĕрлехи информаци кунĕнче халăх хушшинче ăнлантару ĕçне анлăн ирттерме хушнă.

2013 çулхи тариф йĕркелĕвĕн кăтартăвĕсемпе çыхăннă иккĕмĕш ыйтупа ЧР Конкурент политики тата тарифсем енĕпе ĕçлекен патшалăх службин ертÿçи Альбина Егорова сăмах илнĕ.



"Хыпар"
29 января 2013
00:00
Поделиться