Государственная служба Чувашской Республики по конкурентной политике и тарифам

Каллех хакланать

Кĕçнерни кун республикăн конкурент политики тата тарифсем енĕпе ĕçлекен патшалăх службин ертÿçи Альбина Егорова, строительство министрĕн çумĕ Владимир Степанов, Шупашкар хула администрацийĕн транспорт, çыхăну тата тариф пайĕсен пуçлăхĕсем Александр Ивановпа Евгений Максимов пресс-конференци ирттерчĕç. Ăна информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ Валентина Андреева ертсе пычĕ.

Чиновниксем Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкарти автомобиль тата электричество транспорчĕн çĕнĕ тарифĕсемпе паллаштарчĕç. «Ăна республикăн Министрсен Кабинечĕ кăрлачăн 23-мĕшĕнче общество транспорчĕн ĕçне лайăхрах йĕркелес, çынсен социаллă пурнăçне лайăхлатас тĕллевпе йышăннă, - терĕ Альбина Егоровна. - Вăл Правительство хак ыйтăвĕпе кăларнă маларахри документсенчен уйрăлса тăрать. Нарăс уйăхĕн 10-мĕшĕнчен тарифа транспортпа усă курнăшăн мĕнле меслетпе тÿлессипе çыхăнтарĕç. Хальхи вăхăтра хуласенчи пассажирсем тÿлевпе е салонра транспорт карттипе электрон енчĕкрен кĕмĕл «кăларса», е унтах вак укçа тÿлесе, билет илсе татăлаççĕ».



"Хыпар"
29 января 2013
00:00
Поделиться