Государственная служба Чувашской Республики по конкурентной политике и тарифам

Коммуналлă пулăшу хакĕ улшăнĕ-и?

Эрне кун ЧР конкурент политикин тата тарифсен енĕпе ĕçлекен патшалăх службин ертÿçи Альбина Егорова пресс-конференци ирттерчĕ. Нумай хутлă çуртсен хваттерĕсенче пурăнакансене кăсăклантаракан ыйтусене çутатрĕ.

РФ Правительствин, Чăваш Ен Пуçлăхĕн хушăвĕсемпе килĕшÿллĕн граждансене кÿрекен коммуналлă пулăшу хакне кăçалхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа çулталăк вĕçлениччен çурта хутса ăшăтма пĕр тĕлтен вĕри шыв панă чухне вăтамран - 10,4, хваттере газпа хутса ăшăтсан 15% ытла хăпартмалла мар. Служба вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем пĕлтернипе усă курса вăл кăçал мĕнлерех улшăннине, хушăва пăхăнман тĕслĕхсене уйăхсерен тĕрĕслет. Утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен тата авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнчен ăна хушура палăртнă шайран ÿстермен. Чăвашстат пĕлтернĕ тăрăх - çуллан иккĕмĕш уйăхĕнчен - 9, авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнчен 10,4% хăпартнă.

Чăваш Енри тариф - федерацин Атăлçи округĕнчи регионсен хушшинче чи пĕчĕккисенчен пĕри. Юпа уйăхĕнче - чи пĕчĕкки. Çут çанталăк газĕ, вĕри шыв енĕпе республика 14 регионтан - 2, электроэнергишĕн, сивĕ шывшăн, хваттертен пăрăхпа юхтарса кăларакан каяшшăн тытакан тÿлев тĕлĕшпе - 3, çурта хутса ăшăтассипе 5 вырăнта.

- Хака йĕркелекен организацисем коммуналлă хуçалăха инвестици хывнăран пулакан тăкака та тарифа кĕртме тăрăшатпăр, - терĕ Альбина Егоровна. - Вĕри, сивĕ шыв парса тăрас, çурта хутса ăшăтас, электроэнергипе тивĕçтерес ĕçе лайăхлатма хăйсен тупăшĕнчен кĕмĕл уйăрнине муниципалитетсем пĕлсе тăраççĕ. Мĕн чухлĕ тăкакланнине кура тарифа пысăклатаççĕ. Сăмахран, çуртсене хутса ăшăтассине лайăхлатас тĕллевпе пĕр компани /«ТГК-5» АО филиалĕ/ кăна инвестици хывнă. Шывпа тивĕçтерес енĕпе - 5-ĕн, çуртран каяш юхтарса кăларассипе тата çумăр шывне сиенсĕрлетессипе 7-ĕн нухрат уйăрнă. 2012 çулта çуртсене хутса ăшăтмалли хатĕр-хĕтĕре çĕнетме укçа пĕлтĕрхинчен 17% нумайрах пăхнă. Коммуналлă хуçалăхра 152 млн тенкĕ тăкакласшăн. Оборудование юсас ĕç аван пырать. Унта явăçтарма палăртнă нухратăн 61% усă курнă. Анчах Канаш, Хĕрлĕ Чутай районĕсенче ăна юсама питĕ сахал янă. Çуртсене хутса ăшăтмалли тапхăра чылай районта аван хатĕрленнĕ.

Тăхăр уйăхра республикăри организацисенче вăй хуракансен кăçалхи кашни уйăхри вăтам ĕç укçи 16500 тенкĕпе танлашнă. Коммуналлă хуçалăхра тăрăшакансен вăл - 12 пин ытла тенкĕ. Хăш-пĕр районта ĕçлекенсен çак хисепрен пĕчĕкрех.

Кăçал служба юридици тытăмĕсем, предпринимательсем патшалăх çирĕплетекен тарифа еплерех пăхăннине уçăмлатас тĕллевпе 51 тĕрĕслев йĕркеленĕ. Хуçалăх тытса тăракан 12 тытăм хак йĕркине пăснине тупса палăртнă. Тĕрĕслеве пĕтĕмлетсе административлă 10 ĕç пуçарнă, пысăк штраф тÿлеттерсе айăплама йышăннă.

Чÿкĕн 9-мĕшĕ тĕлне федераци Правительствин «Ăшă энергийĕпе тивĕçтерес тĕлĕшпе ĕçлекен, хăйсен еккипе йĕркеленнĕ монополист субъектсен, коммуналлă комплекс информацине çынсене пĕлтермелли йĕркене çирĕплетесси çинчен» йышăнăвне пăхăнманшăн 120 хут асăрхаттарнă. Икĕ предприятисĕр пуçне пурте çитменлĕхе пĕтернĕ.

Çуртсенче пурăнакансене коммуналлă хуçалăх ĕç-хĕлĕпе çыхăннă информацие пĕлтерсе тăмалли йĕркене пăснă тĕслĕх пайтах. Çавна пула организацисен ертÿçисем, должноçри çынсем тĕлĕшпе административлă 18 ĕç пуçарнă. Вĕсенчен 85 пин тенкĕ шыраса илме йышăннă. Служба тĕрĕслеве малалла тăсасшăн. Мĕншĕн тесен ертсе пыракан компанисем, тариф, тÿлев, коммуналлă хуçалăх тупăшĕпе тăкакĕ çинчен пĕлме, хак палăртакан организаципе çыхăннă ытти ыйтăва çынсене тишкерме май туса памалла.

Граждансенчен службăна 62 çыру - пĕлтĕрхи 9 уйăхринчен 96 сахалрах - килнĕ. Пурне те хурав панă. Ытларах вĕсене коммуналлă пулăшу ĕçĕн тÿлевĕ пысăккипе /çырусен 38,7%/, çурта хутса ăшăтассипе, вĕри шывпа /37,1%/ çыхăннă хак ыйтăвĕ кăсăклантарать. РФ Регион аталанăвĕн министерствин хушăвĕпе килĕшÿллĕн çĕр-шывра кăçалхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнчен коммуналлă пулăшушăн укçа тÿлемелли квитанцие ĕçе кĕртеççĕ. Элĕк, Вăрнар, Хĕрлĕ Чутай, Сĕнтĕрвăрри, Вăрмар, Çĕрпÿ, Çĕмĕрле районĕсенчи, Улатăрти, Çĕмĕрлери, Канашри, Шупашкарти ертсе пыракан компанисенчен чылайăшĕ унпа усă курма тытăнман.

Ертсе пыракан компанисем пăхса тăракан çуртсенче пурăнакансене 2013 çулта мĕнле улшăну кĕтет-ха?

Пĕрремĕш çур çулта çурта хутса ăшăтас, сивĕ тата вĕри шывпа тивĕçтерес, каяша хваттертен юхтарса кăларас, электроэнерги енĕпе хак 2012 çулхи раштав уйăхĕнчи пекех юлĕ.

Федерацин Тариф службин юпа уйăхĕн 9-мĕшĕнчи хушăвĕпе çĕр-шывра пурăнакансем тата вĕсемпе танлаштарнă категори валли 2013 çулшăн электроэнерги хакне çирĕплетнĕ. Кăрлачăн 1-мĕшĕнчен Чăваш Енре вăл кăçалхи раштав уйăхĕнчи пекех юлĕ. Кашни кВт сехетшĕн /НДСпа пĕрле/ хула çыннин - 2,19, ялта пурăнаканăн - 1,53, çурла уйăхĕнчен кашни кВт сехетшĕн /НДСпа пĕрле/ хула çыннин - 2,51, ялта пурăнаканăн 1,76 тенкĕ тÿлемелле.

Кăрлачăн 1-мĕшĕнчен ăшă энергийĕн хакĕ хăпармасть. Çурлан 1-мĕшĕнчен вăл 15,2% таран ÿсĕ. Кăрлач уйăхĕнчен сивĕ шыв парса, çуртран каяш кăларса тăнăшăн, çумăр шывне сиенсĕрлетнĕшĕн тÿлеве пысăклатмĕç. Çурла уйăхĕнчен хак 6,5% таран хушăнĕ. Иккĕмĕш çур çултан çут çанталăк газĕ - 15, электроэнерги 12% таран хакланĕ. Çакăнпа пĕрлех коммуналлă хуçалăхра вăй хуракансен ĕç укçи 7,1% хушăнĕ.

Чăваш Енри электроэнерги хакĕ - федерацин Атăлçи округĕнче чи йÿннисенчен пĕри. Федераци саккунĕпе 2013 çултан коммуналлă пулăшу хакĕн виçине чикĕлесе çирĕплетме пăрахаççĕ. Урăхла каласан Правительство вăл мĕн чухлĕ ÿсессине палăртмĕ. Çапах пĕтĕмĕшле чикĕсене сыхласа хăварĕç.



"Хыпар"
22 ноября 2012
00:00
Поделиться