Тарифсене тытса чарнă
2012 çулăн пĕрремĕш çур çулĕнче çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх тарифĕсем пĕлтĕрхи шайрах юлаççĕ. Июль уйăхĕн 1-мĕшĕнчен республикăра пурăнакансемшĕн электроэнерги тÿлевĕ тата çут çанталăк газĕ пĕр тапхарпа ÿсĕ. Ăшăпа тата шывпа тивĕçтерес, таса мар шыва тасатас енĕпе илекен тарифсем икĕ тапхăрпа улшăнĕç: июль уйăхĕн 1-мĕшĕнчен тата сентябрĕн 1-мĕшĕнчен. Вăтамран электроэнерги тÿлевĕ – 2,6%, çут çанталăк газĕ - 10,4%, ăшă энергийĕ 4,6%, шывпа тивĕçтересси вара – 4,3% чухлĕ ÿсеççĕ. Кăçалхи пĕтĕм ÿсĕме шута илсен халăхăн тÿлев виçи пĕлтĕрхинчен 10.4% ытла ÿсмĕ. Ку ÿсĕме июль уйăхĕн 1-мĕшĕнчен кăна кĕтмелле.
«Тăван Ен», № 4 (7-8) 2012 ç.
"Тăван ен"