Государственная служба Чувашской Республики по конкурентной политике и тарифам

Патшалăх коммуналлă хуçалăхра йĕрке тума пикенчĕ

Управляющи компанисен ĕçĕ-хĕлĕн уçăмлăхĕпе çыхăннă ыйтусем паян пĕрремĕш вырăна тухса тăраççĕ. Ку тĕлĕшпе республика Президенчĕ вĕсене татса парассинчен пăрăнман пур ен тата çак ĕçсене тĕрĕслесе тăрассишĕн яваплă сăпатсен умне çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх тытăмĕнчи монополизма сирес ĕçе тĕплĕ хатĕрленме, халăха информаципе тивĕçтерессине, ăнлантарассине вăйлатма тĕллев лартнă. Хура ĕç тăвакансене, «пĕр кунлăх фирмăсене» тата тĕрлĕ йышши ултавçăсене çак тытăмран аяккарах сирес шухăшпа хальхи вăхăтра управляющи компанисене çирĕп тĕрĕслеме хатĕрленеççĕ. Çăмăл мар çак ĕçе вара çурт-йĕр хуçисене хăйсене явăçтармасăр пурнăçлама çук. Кăна валли кашнин лайăх пĕлÿпе «хĕç-пăшалланмалла». Вĕсенчен чи пĕлтерĕшлисем çинчен Чăваш Енĕн Тариф тата конкурентла политика патшалăх службинче ăнлантарчĕç.

 

«Тăван Ен», № 83-84 (9990-991) 2011, юпа, 28



"Тăван ен"
28 октября 2011
00:00
Поделиться