Государственная служба Чувашской Республики по конкурентной политике и тарифам

Хаксем хăпарчĕç (Комсомольская районная газета «Каçал ен»)

Хаксем хăпарчĕç (Комсомольская районная газета «Каçал ен»)

Халăхăн коммуналлă пулăшу ĕçĕсемшĕн 2021 çулăн иккĕмĕш çурринче ытларах тÿлеме тивĕ, мĕншĕн тесен хаксем хăпарчĕç.
— Пурăнмалли çурт тата коммуналлă пулăшу ĕçĕн шутне коммуналлă пулăшу ĕçĕсем /пурăнмалли вырăна ăшă энергийĕпе, газпа, электричествăпа, сивĕ тата вĕри шывпа тивĕçтересси,  çуртран  таса  мар   шыва   юхтарса  кăларасси, йăлари хытă каяш çаврăнăшне йĕркелесси/ тата пурăнмалли вырăна  пăхса  тăрассипе  çыхăннă пулăшу  ĕçĕсем /нумай хваттерлĕ çуртсене, çемьесен пĕрлехи пурлăхне юсассипе, ăна тата картише тирпейлессипе çыхăннисем/ кĕреççĕ, — тĕплĕн ăнлантарнă ЧР конкуренци политикипе тарифсен патшалăх службин ертÿçи Надежда Колебанова. — Коммуналлă пулăшу ĕçĕсен тарифне — патшалăх, пурăнмалли вырăна юсаттарассипе, хăтлăлатассипе çыхăннă пулăшу ĕçĕсене уйрăм çурт е хваттер харпăрлăхçисем йĕркелесе тăраççĕ. «Коммуналлă пулăшу ĕçĕсемшĕн тÿлени» тата «коммуналлă пулăшу ĕçĕсен тарифĕ» ăнлавсем пĕр-пĕ-ринчен уйрăлса тăраççĕ. Тариф — коммуналлă пулăшу ĕçĕсен ?сивĕ тата вĕри шывпа тивĕçтерессин, таса мар шыва çуртран, пурăнакан вырăнти çумăр е юр шывне юхтарса тăрассин, газăн, электроэнерги киловачĕн, вĕри шыв энергийĕн гикалорийĕн/ единицин укçан палăртнă хакĕ.
Тарифра кăтартнă хака тата усă курнă коммуналлă ресурс калăпăшне, шута илмелли приборсен кăтартăвне е федераци субъекчĕн ĕç тăвакан органĕ çирĕплетнĕ норматива тĕпе хурса палăртнăскере, хутласа тÿлев виçине кăлараççĕ. Коммуналлă пулăшупа пурăнмалли çурт-йĕре пăхса тăрассипе çыхăннă ĕçсемшĕн тĕрĕс тÿлеттерни тата тарифсем çинчен информаци пирĕн службăран тата ЧР Патшалăх пурăнмалли çурт-йĕр инспекцийĕнчен ыйтса илмелле.
Коммуналлă пулăшу ĕçĕсемшĕн тÿлев виçи çулталăкра пĕрре — июлĕн 1-мĕшĕнче — улшăнать. Тÿлев виçин вăтам улшăнăвĕ республикăри мĕн пур район-хулара Раççей Правительстви палăртнă шайран иртмест — 3,4 процентран ытла пулмасть.
Пурăнмалли çурта хутса ăшăтассипе, сивĕ тата вĕри шывпа тивĕçтерессипе, таса мар шыва юхтарса кăларассипе çыхăннă пулăшу ĕçĕсен тарифĕсен улшăнăвĕ ресурссемпе тивĕçтерекен кашни организацин тĕрлĕрен, мĕншĕн тесен вĕсен технологи процесĕпе оборудованийĕ пĕрешкел мар. Пĕрремĕшсен кивелнĕ, тăкак чылай кăтартать, иккĕмĕшсем çĕннисемпе усă курнă пирки сахалрах тÿсеççĕ. Тарифĕсем епле пуласси налук тытмалли хăш йĕркене суйласа илнинчен те, ресурсăн усăллă пайĕн калăпăшĕ пысăк пулнинчен те килет.
Пурăнмалли вырăна хутса ăшăтассипе çыхăннă пулăшу ĕçĕсен тарифĕн вăтам улшăнăвĕ республикипе — 3,4 процент ытла, таса мар шыва çурт-йĕртен юхтарса кăларассипе, вĕри тата сивĕ шывпа тивĕçтерессипе çыхăннă пулăшу ĕçĕсен вăл 3,9 процент ытла пулмасть.
Коммуналлă хыт каяш çаврăнăшне йĕркелекен регион операторĕ çирĕплетекен пулăшу ĕçĕсен тарифĕн вăтам улшăнăвĕ 3,4 процентпа танлашĕ. Республикăра пурăнакансем, вĕсемпе танлаштарнă ытти категори патне çитерекен электроэнерги тарифĕсене 2021 çул валли РФ Монополипе кĕрешекен служби çирĕплетнĕ тарифсене пăхăнса тунă. Ял çыннисем, электроплитапа усă куракан çуртра пурăнакансем валли тарифсене май килнĕ таран пĕчĕклетнĕ, 0,7 коэффициентпа çирĕплетнĕ.
2021 çулхи июлĕн 1-мĕшĕнчен электроэнерги хакĕ пĕр киловатт-сехетшĕн хулара пурăнакансемшĕн 3 тенкĕ те 60 пус /12 пус ÿсет/, ял çыннисемшĕн тата электроплитапа усă куракансемшĕн 2 тенкĕ те 52 пус пулать /8 пус хушăнать/.
РФ Монополипе кĕрешекен службин курттăммăн сутакан газ хакне çирĕплетме кăларнă хушăвĕпе халăха парса тăракан çут çанталăк газĕн хакĕ 2021 çулăн иккĕмĕш çурринче кашни кубла метршăн 6 тенкĕ те 5 пус тăрĕ — 17 пус ÿсĕ.
Кашни кубла метр коммуналлă хытă каяш турттарнăшăн пĕрремĕш çур çулта 382 тенкĕ те 30 пус тÿленĕ, июлĕн 1-мĕшĕнчен 395 тенкĕ те 26 пус тÿлемелле. Коммуналлă хытă каяш çаврăнăшне йĕркелессипе çыхăннă пулăшу ĕçĕсемшĕн июлĕн 1-мĕшĕнчен хула çыннисемшĕн кашни уйăхра 64 тенкĕ те 89 пус /ÿсĕм 2 тенкĕ те 13 пус/, ялта пурăнакансемшĕн 51 тенкĕ те 71 пус /1 тенкĕ те 69 пус хушăнать/.
РФ Правительстви Чăваш Ен валли коммуналлă пулăшу ĕçĕсемшĕн тÿлев виçин улшăнăвне июлĕн 1-мĕшĕнчен вăтамран 3,4 процент çирĕплетнĕ терĕмĕр. Çапах тарифа индексран чи нумай 2 процент пысăклатма ирĕк панă. Çапла майпа республикăри хăш-пĕр районта коммуналлă пулăшу ĕçĕсемшĕн çынсен тÿлев виçин чи пысăк улшăнăвне июлĕн 1-мĕшĕнчен 5,5 процент таран çирĕплетсе чикĕленĕ. ЧР Пуçлăхĕ Указ кăларса ăна 285 муниципалитет йĕркеленĕвĕнче — 3,4 процент, экономика ыйтнипе килĕштерес тĕллев-пе 11-нче 5,4 процент таран тунă.
Муниципалитетсенче 2020 çулта тата кăçалхи пилĕк уйăхра тÿлев виçин чи пысăк улшăнăвне епле тивĕçтернине тĕрĕслесе тăни çинчен ЧР патшалăх пурăнмалли çурт-йĕр инспекцийĕн ертÿçи Виктор Кочетков пĕлтернĕ.
— Республикăри социаллă хÿтлĕх пайĕсем ыйтнипе инспекци коммуналлă пулăшу ĕçĕсемшĕн тÿлев улшăнăвĕн индексĕнчен ытларах тÿлеттернĕ тĕслĕхсене палăртса Чăваш Ен бюджетĕнчен уйăрнă укçапа епле компенсациленине çирĕплетме шутлавăн 56 пĕтĕмлетĕвне ярса панă, — тенĕ. — Социаллă хÿтлĕх пайĕсем эпир шутласа палăртнине тĕпе хурса çынсене 58477 тенкĕлĕх компенсациленĕ.
ЧР ĕçлевпе социаллă хÿтлĕх министрĕн çумĕ Алексей Григорьев пурăнмалли çурт-йĕр тата коммуналлă пулăшу ĕçĕсемпе çыхăннă тăкаксене саплаштарма граждансене мĕнле çăмăллăхсем палăртни çинчен пĕлтернĕ.
— Хальхи вăхăтра пурăнмалли вырăн тата коммуналлă пулăшу ĕçĕсемшĕн тÿлемен пирки парăм мĕн чухлĕ пухăннине пăхмасăрах бюджетран уйăракан укçаран компенсацилемеççĕ. Кăçалхи июлĕн 1-мĕшĕнче вара федерацин пурăнмалли çурт-йĕр кодексĕн тепĕр норми вăя кĕрет. Унпа килĕшÿллĕн суд юлашки виçĕ çулшăн парăм пухăннине çирĕплетсен кăна компенсаци памаççĕ,— тенĕ вăл.



АУ «Редакция Комсомольской районной газеты «Каçал ен» («Кошелеевский край»)
09 июля 2021
10:02
Поделиться